Салам тепӗр хут!

Это второй урок этой недели. Здесь мы научимся называть свой адрес. При составлении этой части (а также некоторых других :)), мне помог учебник Г. Дегтярева «Изучаем чувашский язык». Очень полезная книжка, кстати.

Ну, а мы, пожалуй, продолжим ;)

2) Адрес.

Начнем с необходимой лексики:

Хула – город

Ял – деревня, село

Ҫурт – дом (в значении «здание»); 10-мӗш ҫурт – дом №10

Кил – дом (в значении «свое жилище»); тӑван килте – в родном доме

Тӑкӑрлӑк, пралук – переулок

Тӗп хула – столица

Урам – улица; Лебедев урамӗ – улица Лебедева

Хут – этаж

Бульвар: Эгер бульварӗ – Эгерский бульвар

Область: Мускав облаҫӗ – Московская область

Поселок: Кӳкеҫ поселокӗ – поселок Кугеси

Проспект: Мир проспекчӗ – проспект Мира

Республика: Чӑваш Республики – Чувашская Республика

Хуласем – города

Мускав хули – г. Москва; Мускав хулинче – в городе Москва

Шупашкар хули – г. Чебоксары; Шупашкар хулинчен – из города Чебоксары

Ҫӗнӗ Шупашкар хули – г. Новочебоксарск

Улатӑр хули – г. Алатырь

Чулхула – г. Нижний Новгород

Хусан хули – г. Казань

Шупашкар хули Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. – Город Чебоксары расположен на берегу Волги.

Эпӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче пурӑнатӑп. – Я живу в Новочебоксарске на улице Винокурова.

Манӑн ӑҫта пымалла? – Куда я должен прийти (приехать, подъехать)?

 

Диалог

— Санӑн адресу мӗнле?

— Шупашкар хули, Университет урамӗ, пиллӗкмӗш ҫурт, ҫирӗм виҫҫӗмӗш хваттер.

— Шупашкарта миҫе район?

— Пирӗн хулара виҫӗ район: Калинин районӗ, Ленин районӗ тата Мускав районӗ.

— Эсӗ хӑш районта пурӑнатӑн?

— Мускав районӗнче.

— Сирӗн ҫурт миҫе хутлӑ?

— Тӑхӑр хутлӑ.

— Сирӗн хваттер миҫемӗш хутра?

— Пирӗн хваттер улттӑмӗш хутра.

 

Санӑн адресу мӗнле? – Какой у тебя адрес?

Хӑш – какой? который?

Сирӗн ҫурт миҫе хутлӑ? – Сколько этажей в вашем доме?

Тӑхӑр хутлӑ. – Девять этажей.

Миҫемӗш хутра? – На каком этаже?

 

Шӳт – анекдот

Виҫӗ ҫулхи Кольӑран ыйтаҫҫӗ:

— Эсӗ хӑш урамра пурӑнатӑн?

— Эпӗ килте пурӑнатӑп, урама выляма кӑна тухатӑп.

Виҫӗ ҫулхи – трехлетний

Кольӑран ыйтаҫҫӗ – спрашивают у Коли

Килте – дома

Урама – на улицу

Выляма – играть

Кӑна – только

Тухатӑп — выхожу

 

 

Д/з этой части: назовите свой адрес.