Салам!

На очереди у нас тема «Как проехать?» или «Как пройти?». Начнем с полезных фраз и слов.

 

3) Мӗнле ҫитмелле? – Как проехать? Как пройти?

 

Вулавӑша мӗнле ҫитмелле? – Как добраться до библиотеки?

Унта ҫуран ҫитме пулать-и? – Можно ли дойти туда пешком?

Ҫуран – пешком.

Сулахаялла пӑран. – Поверни налево.

Сылтӑмалла пӑрӑн. – Поверни направо

Тӳрӗ ут – Иди прямо.

Театр умӗнчен иртсе кай. – Пройди мимо театра.

Ҫул урлӑ каҫ. – Перейди дорогу.

Урамӑн тепӗр енче. – На противоположной стороне дороги.

Автобуса лар – сесть в автобус

Автобуспа кай – поехать автобусом

Автобусран тух – выйти из автобуса

Автобус билечӗ – билет на автобус

Чарӑну – остановка

Троллейбус чарӑнӑвӗ – троллейбусная остановка

Манӑн ӑҫта тухмалла? – Где мне нужно выходить?

Сирӗн ҫитес чарӑнура тухмалла. – Вам надо выйти на следующей остановке.

Эпӗ ҫухалса кайрӑм. – Я потерялся.

 

Диалог 1

— Калӑр-ха, тархасшӑн, «Чувашия» хӑна ҫурчӗ патне кунтан мӗнле ҫитмелле?

— Унта тваттӑмӗш троллейбуспа е ҫирӗм виҫҫӗмӗш автобуспа каймалла.

— Унта маршруткӑпа кайма пулать-и?

— Ҫапла, унта маршруткӑпа та ҫитме пулать.

— Манӑн хӑш чарӑнура тухмалла?

— «Хӑна ҫурчӗ» чарӑнура тухӑр.

— Вӑл аякра-и?

— Аякрах мар. Пӗр пилӗк чарӑну пулать.

— Тавтапуҫ сире.

— Чипер ҫитӗр.

Калӑр-ха, тархасшӑн – скажите, пожалуйста

«Чувашия» хӑна ҫурчӗ патне – к гостинице «Чувашия»

Кунтан – отсюда

Мӗнле ҫитмелле – как добраться

Унта – там, туда

Тваттӑмӗш – четвертый

Кайма пулать-и? – можно ли поехать?

Ҫапла – да

Ҫитме пулать – можно добраться

Хӑш чарӑнура тухмалла? – На которой остановке нужно выходить?

Вӑл аякра-и? – Это далеко?

Аякрах мар. – Не очень далеко.

Пӗр пилӗк чарӑну пулать. – Примерно пять остановок.

Тавтапуҫ сире. – Спасибо вам.

Чипер ҫитӗр. – Счастливого пути.

 

Диалог 2

— Каҫарӑр, эпӗ ҫухалса кайрӑм пулмалла. Пулӑшӑр-ха мана тархасшӑн.

— Ӑҫта ҫитмелле сирӗн?

— Мана Наци вулавӑшӗ кирлӗ.

— Унта ҫуран та ҫитме пулать. Сирӗн халь ҫак ҫулпа тӳрӗ каймалла, театр умӗнчен иртсе кайнӑ хыҫҫӑн сылтӑмалла пӑрӑнмалла. Унтан вара вулавӑша куратӑр.

— Тавтапуҫ сире!

— Темех мар.

Каҫарӑр – простите

Эпӗ ҫухалса кайрӑм пулмалла. – Кажется, я потерялся.

Пулӑшӑр-ха мана, тархасшӑн. – Помогите мне, пожалуйста.

Ӑҫта ҫитмелле сирӗн? – Куда вам нужно добраться?

Ҫитме пулать – можно добраться

Ҫак ҫулпа – по этой дороге

Театр умӗнчен иртсе кайнӑ хыҫҫӑн – после того, как пройдете мимо театра

Куратӑр – увидите

Темех мар. – Не за что.

 

Д/з Составьте диалог на тему «Как добраться до…».

А мы не забываем, что у нас есть еще и четвертая часть урока. Поэтому составляем диалог и — вперед к последней части ;)