Ырӑ кун пултӑр!

Вот мы и добрались до последнего урока этой недели. Он научит нас описывать свой распорядок дня. Ну что, готовы? Тогда поехали :))

Для начала – текст.

 

4) Кун йӗрки – распорядок дня.

 

Ӗҫе каймалла чухне эпӗ ҫиччӗре ирхине тӑратӑп та радио ҫутатӑп. Хаваслӑ юрӑсем мана вӑранма пулӑшаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн эпӗ ирхи хускану тӑватӑп, ҫӑвӑнатӑп, шӑл тасататӑп, ҫӳҫ туратӑп, тумланатӑп. Унтан ирхи апат ҫиетӗп. Ирхине эпӗ ытларах пӑтӑ е йогурт ҫиетӗп, кофе, хӑш пӗр чухне чей ӗҫетӗп.

Ӗҫе эпӗ автобуспа ҫӳретӗп, кая юлнӑ чухне – таксипе. Ӗҫ тӑхӑр сехетре пуҫланать. Эпӗ програмҫӑ пулса ӗҫлетӗп. Вун иккӗ ҫурӑра эпӗ ӗҫтешсемпе апата каятӑп. Апат вӑхӑчӗ – пӗр сехет. Манӑн ӗҫ улттӑра вӗҫленет.

Унтан ахаль чухне юлташсемпе тӗл пулатӑп. Эпир пӗрле кафене, кинона е театра каятпӑр, е ахаль уҫӑлса ҫӳретпӗр. Киле эпӗ тӑххӑрта е вуннӑра каҫхине таврӑнатӑп. Ҫывӑрас умӗн эпӗ интернетра ларатӑп, кӗнеке е хаҫат вулатӑп е тата мӗн те пулин тӑватӑп. Вун икӗ сехетре эпӗ ҫывӑрма выртатӑп.

Когда мы говорим о времени, или о том, во сколько мы делаем то или иное действие, мы необходимое обозначение времени ставим в местный падеж. В данном случае к словам, обозначающим время, мы добавляем аффиксы –ра(-ре), -та(-те). Давайте найдем такие примеры в тексте:

ҫиччӗРЕ – в семь часов

тӑхӑр сехетРЕ – в девять часов

вун иккӗ ҫурӑРА – в пол первого (в двенадцать тридцать)

улттӑРА – в шесть часов

тӑххӑрТА – в девять часов

вуннӑРА – в десять часов

вун икӗ сехетРЕ – в двенадцать часов

А теперь давайте разберем остальные слова и словосочетания из текста:

Ӗҫе каймалла чухне – когда нужно идти на работу

Ҫиччӗре ирхине – в семь часов утра

Тӑратӑп – встаю

Радио ҫутатӑп – включаю радио

Хаваслӑ юрӑсем – веселые песни

Вӑранма пулӑшаҫҫӗ – помогают проснуться

Ун хыҫҫӑн – после этого

Ирхи хускану – утренняя зарядка

Ирхи хускану тӑватӑп – делаю зарядку

Ҫӑвӑнатӑп – умываюсь

Шӑл тасататӑп – чищу зубы

Ҫӳҫ туратӑп – причесываюсь

Тумланатӑп – одеваюсь

Унтан — потом

Ирхи апат ҫиетӗп – завтракаю

Ирхине – утром

Ытларах – в основном (в данном примере)

Пӑтӑ – каша

Е — или

Хӑш пӗр чухне — иногда

Автобуспа ҫӳретӗп – езжу на автобусе

Кая юлнӑ чухне – когда опаздываю

Пуҫланать – начинается

Ӗҫтеш – коллега; ӗҫтешсемпе – с коллегами

Апата каятӑп – иду на обед

Апат вӑхӑчӗ – обеденное время

Пӗр сехет – один час

Вӗҫленет – заканчивается

Ахаль чухне – обычно

Тӗл пулатӑп – встречаюсь

Пӗрле — вместе

Ахаль – просто

Уҫӑлса ҫӳретпӗр – гуляем, прогуливаемся

Тӑххӑрта е вуннӑра каҫхине – в девять или десять вечера

Таврӑнатӑп – возврящаюсь

Ҫывӑрас умӗн – до того, как лечь спать

Интернетра ларатӑп – сижу в интернете

Е тата мӗн те пулин тӑватӑп – или делаю еще что-нибудь

Ҫывӑрма выртатӑп – ложусь спать

 

Д/з Запишите на видео свой рассказ на тему «Распорядок дня».

Надеюсь, материал урока этой недели оказался полезным для вас :)) Жду ваших вопросов и домашек!

Чипер!!!