3) В магазине

Начнем с необходимой лексики:

Апат-ҫимӗҫ лавкки – продуктовый магазин

Кӗнеке лавкки – книжый магазин

Суту-илӳ ҫурчӗ – торговый центр

Туян – покупай

Ил – покупай, бери

Суйла – выбирай

Шыра — ищи

Пӑх – смотри

Тӳле – плати

Хак – цена

Хаклӑ – дорогой

Йӳнӗ – дешевый

Тӑхӑнса пӑх – примерь

Тӑвӑр (тӑвӑртарах) – мал (маловат)

Пысӑк (пысӑкрах) – велик (великоват)

Юрать (юрамасть) – подходит (не подходит)

Килӗшет (килӗшмест) – нравится (не нравится)

Кӗпе – платье, рубашка

Пиншак – пиджак

Йӗм, шӑлавар – брюки

Кӗрӗк – шуба

Алсиш – варежки

Атӑ – сапоги

Пушмак – ботинки

Ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак – ботинки, туфли на высоком каблуке

Суту-илӳ ҫуртӗнче

Туянакан: Каҫарӑр, мана пулӑшу кирлӗ. Эсир пушӑ-и?

Консультант: Пушӑ. Мӗнпе пулӑшма пултаратӑп?

Т: Эпӗ кӗпе туянасшӑн. Мана Ҫӗнӗ ҫул уявне кайма кӗпе кирлӗ.

К: Эсир миҫемӗш размер тӑхӑнатӑр?

Т: Эпӗ 42-мӗш размер тӑхӑнатӑп.

К: Мӗн тӗсли шыратӑр?

Т: Тӗттӗм кӑвак тӗсли.

К: Ҫак кӗпе сире килӗшет-и?

Т: Килӗшет. Тӑхӑнса пӑхма юрать-и?

К: Паллах юрать. Ҫак пӳлӗме иртӗр.

Т: Ҫак кӗпе питӗ илемлӗ, анчах кӑштах тӑвӑртарах. Сирӗн пысӑкраххи ҫук-и?

К: Шел пулин те, ҫук.

Т: Чӑнах та, шел. Юрӗ, тавтапуҫ. Эпӗ малалла шырӑп эппин.

К: Юрӗ. Ӑнӑҫу сире.

В торговом центре

Покупатель: Извините, мне нужна помощь. Вы свободны?

Консультант: Свободна. Чем могу вам помочь?

П: Я собираюсь купить платье. Мне нужно платье для новогоднего праздника.

К: Какой размер вы носите?

П: Я ношу 42-ой размер.

К: Какого цвета ищете?

П: Темно-синего.

К: Вам нравится это платье?

П: Нравится. Можно ли примерить?

К: Конечно можно. Пройдите в эту кабинку.

П: Это платье очень красивое, но оно немного тесновато. У вас нет размера побольше?

К: К сожалению, нет.

П: Действительно жаль. Хорошо, спасибо. В таком случае я буду искать дальше.

К: Хорошо. Удачи вам.

Апат-ҫимӗҫ лавккинче

— Мана икӗ ҫӑкӑр парӑр-ха, тархасшӑн.

— Сире хури е шурри?

— Пӗр хури тата пӗр шурри.

— Акӑ. Тата мӗн?

— Тата услам ҫу виҫсе парӑр, тархасшӑн.

— Сире мӗн чул?

— Икҫӗр грамм ҫитет. Сирӗн тата апельсин пур-и?

— Пур, анчах икӗ килограмм кӑна юлнӑ.

— Ҫитет. Тата мана вунӑ ҫӑмарта кирлӗ.

— Акӑ, тархасшӑн. Тата мӗн илес тетӗр?

— Ҫитет. Миҫе тӳлемелле манӑн?

— Тват ҫӗр тӑхӑрвунӑ тенкӗ.

— Эсир банк карти йышӑнатӑр-и?

— Йышӑнатпӑр.

— Акӑ, тархасшӑн.

— Юрать. Пулчӗ.

— Тавтапуҫ. Чипер юлӑр.

— Чипер кайар. Тата килӗр.

В продуктовом магазине

— Дайте мне две буханки хлеба, пожалуйста.

— Вам черного или белого.

— Один черный и один белый.

— Вот. Что-нибудь еще?

— Взвесьте, пожалуйста, еще сливочного масла.

— Сколько вам?

— Двести граммов достаточно. У вас есть еще апельсины?

— Есть, но осталось всего два килограмма.

— Хватит. Еще мне нужно десять яиц.

— Вот, пожалуйста. Что еще желаете купить?

— Достаточно. Сколько я должен заплатить?

— Четыреста девяносто рублей

— Вы принимаете банковские карточки?

— Принимаем.

— Вот, пожалуйста.

— Хорошо. Готово.

— Спасибо. Счастливо оставаться.

— До свидания. Приходите еще.

Вот на такой магазинной нотке мы с вами заканчиваем наш базовый курс чувашского языка. Я надеюсь, вы узнали много нового и не раз удивили окружающих своими познаниями в чувашском :))

На этом я с вами прощаюсь. Учите чувашский, и носители к вам потянутся!

Ӑнӑҫу сунатӑп! Чипер!!!